Чăваш Ен делегацийĕ ҫĕртме уйăхĕн 14-17-мĕш кунĕсенче Питĕрте пухӑнакан пĕтĕм тӗнчери экономика форумне хутшăнать
07:21 15.06.2023 16+
Чăваш Ен делегацийĕ ҫĕртме уйăхĕн 14-17-мĕш кунĕсенче Питĕрте пухӑнакан пĕтĕм тӗнчери экономика форумне хутшăнать.
Форумра пирӗн республика хӑйӗн инвестици вӑй-халĕпе паллаштарать. Пысăк проектсене епле пурнăҫа кĕртсе пыни ҫинчен каласа кăтартать.
Программăпа килĕшӳллĕн Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăш-пĕр дискуссиллĕ мероприятисене хутшăнать. Унта вăл республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономики ҫинчен хыпарлать.
«Ҫирӗп аталану тата регион шайӗнчи «симӗс» экономика» сессире регион мӗнпур ҫул-йӗрпе отрасльте аталану майӗсемпе перекетлӗх мелӗсене ӗҫе кӗртмеллине кӑтартма палӑртать.
Оставить сообщение: