icon_gotop
18+
autorisation
Войти | Регистрация
Чувашское время
17:44
Пятница, 20 Сентября
Рекламный баннер 990x90px top

Ҫĕртме уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухăвĕн Канашĕнче Чăваш Ен кунĕсем иртеҫҫĕ. Унта пухăннисене республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикăн вăй-хăвачĕпе паллаштараҫҫĕ

20:55 20.06.2023 16+
Ҫĕртме уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухăвĕн Канашĕнче Чăваш Ен кунĕсем иртеҫҫĕ. Унта пухăннисене республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикăн вăй-хăвачĕпе паллаштараҫҫĕ.

Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Федераци Канашĕн Председателĕпе Валентина Матвиенкăпа тата комитетсен представителĕсемпе тĕлпулу ирттерĕ. Ертӳҫĕсем бюджет, экономика, социаллă пурнăҫпа вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсене сӳтсе явĕҫ.

Чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри – «Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕн сехечӗ» ятлă мероприяти. Вăл ҫĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртĕ. Ҫак кунра республикăн ҫитĕнĕвĕсемпе паллаштарма май паракан тĕрлĕ куравсем ĕçлĕç.

Ҫĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче РФ Федераци Канашĕн комитечĕсен канашлăвĕнче пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тытăмĕнчи ыйтусене тишкернĕ. Вĕренӳ, культура пайĕнчи инфратытăма ҫĕнетсе улăштарассипе ҫыхăннă самантсем пирки канашланă.



1262

Оставить сообщение: