icon_gotop
18+
autorisation
Войти | Регистрация
Чувашское время
03:33
Понедельник, 22 Апреля
Рекламный баннер 990x90px top

Ӑна поэзи хавхалантарнӑ

04:12 29.03.2024 16+
Ӑна поэзи хавхалантарнӑ

.

22.03.2024 "Каçал ен" хаçат

.

Вена Игнатьевна Бахматова Коммуна поселокӗнче (халь Хырай ĕнел ялӗ) ҫуралса ӳснӗ. Вӑл Мария Петровнӑпа Игнатий Алексеевич Руссаковсен ултӑ ачаллӑ ҫемйинче виҫҫӗмӗш пулнӑ.

.

Вена шкул ҫулӗсенчех хӑйӗн калемне тӗрӗслесе пӑхнӑ. Унӑн пӗрремӗш заметки 1952 ҫулхи февралӗн 7-мӗшӗнче районти «Октябрь ялавӗ» хаҫатра пичетленсе тухнӑ. Комсомольски вӑтам шкулӗнче вӗренекен ҫамрӑк корреспондент ҫав кун 17 ҫул тултарнӑ.

.

Шкулта лайӑх вӗреннӗ хӗрача Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине пӗтернӗ. Кивӗ Сӗнтӗр ял библиотекин заведующийӗнче, Александровкӑри 8 ҫул вӗренмелли шкулта пионервожатӑйра ӗҫленӗ, «Правда» колхозри комсомол организацийӗн секретарӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ чухне те вӑл хаҫатпа ҫыхӑну тытма пӑрахман. Ҫавна май хастар хӗре 1959 ҫулта рабселькорсен республикӑри съездне хутшӑнма делегата суйланӑ.

.

Вена Игнатьевнӑна шӑпа Иркутск облаҫӗнчи Уян ялне те илсе ҫитернӗ, унта та вӑл пионервожатӑйра, библиотекарьте вӑй хунӑ. Тӑватӑ ҫултан тӑван енех таврӑннӑ, Ленин ячӗллӗ колхозӑн Хӗрлӗ кӗтесӗн заведующийӗ пулнӑ, ҫак тивӗҫе совхоза реорганизацилечченех туса пынӑ. Пенсие тухиччен В.И.Бахматова «Комсомольский» совхозӑн производство гимнастикин инструктор-методистӗнче ӗҫленӗ.

.

Вена Бахматован пурнӑҫӗ ҫӑмӑлах килмен: нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ, ачалӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑтне лекнӗ, качча тухсан та ҫемьеллӗ пурнӑҫпа нумай ыр курайман — мӑшӑрӗ, Алексей Васильевич, аварие пула сарӑмсӑр вилнӗ. Апла пулин те тӑлӑх арӑм шӑпине ӳпкелесе ларман, савӑнма оптимистла сӑлтав тупма пӗлнӗ вӑл. Ҫынсемпе чун-чӗререн, йӑл кулӑпа калаҫнӑ, ҫемьере, ӗҫре тата пултарулӑхра савӑнӑҫ курнӑ. Ӗҫченлӗхпе яваплӑх, тивӗҫпе тирпейлӗх, шанчӑклӑх, тараватлӑх унӑн тӗнчекурӑмӗн тӗп енӗсем пулнӑ. Вена Игнатьевна Кивӗ Сӗнтӗр, Комсомольски ял Совечӗсен депутачӗ, тӗрлӗ шайри суйлавсен участокри комиссийӗсен яланхи секретарӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелекен, пуҫаруҫӑ тата художество пултарулӑхне хастар хутшӑнакан пулнӑ. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те, кирек мӗн тусан та унӑн чунӗнче яланах сӑвӑ-калав, хаҫат валли статьясем шӑрҫаланнӑ. Вӗсенче вӑл хӑйӗн пурнӑҫне, шухӑш-кӑмӑлне, ӗмӗчӗсене, шанчӑкӗсене уҫса панӑ. Унӑн хайлавӗсем «Октябрь ялавӗ» («Каҫал ен») хаҫатра тӑтӑшах пичетленнӗ.

.

2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче аннемӗр ҫут тӗнчерен уйрӑлчӗ. Вӑл, хӑй пурӑннӑ пекех, шӑппӑн та виҫеллӗн, таврари ҫынсене ытлашши чӑрмантармасӑр, кайрӗ. Ҫӗнӗ кун пуҫламӑшӗнче, ҫуркуннепе хӗвел ӑшшине курса савӑнма та ӗлкӗреймесӗр, тӗнчерен уйрӑлчӗ. Вӑл йывӑр, анчах тӳрӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ. Мӑшӑрӗсӗр юлсан пӗчченех икӗ ывӑлне пӑхса ӳстернӗ, ура ҫине тӑратнӑ. Вӑрҫӑ ачисен йышӗнчен вӑл Вена Игнатьевна. Ҫав тапхӑрти терт-нуша, ҫителӗксӗр пурнӑҫ ӑна ҫирӗплетнӗ ҫеҫ. Ачасем яланах тутӑ, ҫийӗ питӗ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ним ҫукран тутлӑ апат хатӗрлеме пултарнӑ. Унӑн иксӗлми вӑй-халӗнчен, пултарулӑхӗнчен, пурнӑҫа юратнинчен вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗлӗнме пулать. Ентешсен асӗнче вӑл ырӑ та тимлӗ, канӑҫсӑр, тӑрӑшуллӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пек тӑрса юлчӗ.

.

Анне ҫырнӑ сӑвӑсемпе калавсене, хаҫатра тухнӑ статьясене пуҫтарса вӑл пурӑннӑ чухнех кӗнеке кӑларасшӑнччӗ, анчах халӗ ҫеҫ май ҫитертӗм. Вена Бахматова-Руссакован «Тӗнче асамлӑ та илемлӗччӗ» кӗнеки 2023 ҫулхи июнь уйӑхӗнче кун ҫути курчӗ. Анне кӗнеки — ӑна хӑйне асӑнса.

.

«Ҫак кӗнекери сӑвӑсене вулас та вулас, итлес те итлес килет» — ҫапла калаҫҫӗ вулакансем. Нумайӑшӗ вӗсене куҫҫуль витӗр вуланине пӗлтерет. Апла пулсан, сӑвӑсен чунӗ пур, апла пулсан, аннен ырӑ сӑмахӗсем ахаль сая каймаҫҫӗ. Вӗсем чуна пырса тивеҫҫӗ, хумхантараҫҫӗ, шухӑша яраҫҫӗ.

.

Содержанийӗпе шухӑш тӗшши енчен чи вӑйлӑ та тарӑн сӑввисенчен пӗринпе хаҫат вулакансене те паллаштарас тетӗп.

.

Пурнӑҫ нихӑҫан та вӗҫленмест

Эх, ҫилҫунат пек ӗрӗхет-ҫке ҫамрӑклӑх!

Лара-тӑра пӗлмен эпир ун чух…

Сайралчӗ халь яш чухнехи чи шанчӑклӑ

Туссен карти — ҫумра никам та ҫук.

Ҫап-ҫамрӑк чух эпир кашни илемлӗ:

Тумпа ятуллӑ, сӑн-питпе — япшар.

Ҫунса хӗмленнӗ чӗресем хӗрӳллӗ,

Кашни-пӗр хӑйӗн ӗҫӗнче хастар.

Ҫулсем чупса иртсен эс улшӑнатӑн,

Вӗри хӗлхем чакса пырать санра.

Анчах эс пурпӗрех пуҫна усмастӑн,

Хитрелӗх ҫеҫ сӳнет чипер сӑнра.

Эх, пурнӑҫ, мӗн тери эс илӗртӳллӗ,

Шел, пӑрахса каяс килмест сана!

Эп ҫамрӑк пек халь юратап хӗрӳллӗн

Умран вӗҫсе иртен кашни куна.

Ачасемпе мӑнуксенче — ман сӑнӑм,

Ҫулсем иртсен те вӑйӗ иксӗлмест.

Эп ӗненеп: вӗсем асра тытсассӑн

Ман пурнӑҫ нихӑҫан та вӗҫленмест.

Мартӑн 29-мӗшӗнче 15 сехетре Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра В.И. Бахматован «Тӗнче асамлӑ та илемлӗччӗ» кӗнекин презентацийӗ пулать. Кам аннене астӑвать, кам пӗрле ӗҫленӗ е кӳршӗллӗ пурӑннӑ, пурне те «Пурнӑҫ нихӑҫан та вӗҫленмест» презентацине ҫитме ыйтатӑп.

.

#земляилюди#КаçалЕн#КошелеевскийКрай#презентациямаминойкнигиТĕнчеасамлăтаилемлĕччĕ#Пурнăçнихăçантавĕçленмест

463

Оставить сообщение: